Литература каçě

Паянхи кун чăваш поэзийěнче чунне парса ěçлекен çыравçăсенчен пěри вăл – Валери Туркай. Поэт пурнăçăн  кашни пăрăнчăкне кěрсе тухать те – тÿрě çулне шыраса тупать-тупатех. Тăван çĕр–шывне юратса малашлăха талпăнакан Чăваша Поэт ĕмĕрлĕхех манăçми палăк лартрĕ. Унăн сăвввисем чăвашлăх туйăмĕпе çутăлса тăракан хайлавсем. Валери Туркай халăх пурнăçне, унăн шухăш–кăмăлне, чун–чĕре туртăмне сăмахçă–ăстаçă пулса хăйĕн сăввисенче уçса пама пултарчĕ.

Çак кунсенче Валери Туркай 55 çулхи юбилейне паллă турě. Çавна халалласа иртрě Аслă Чурачăкри вăтам шкулта литература каçě.

Валери Туркайăн кашни сăввинче тенě пекех чăвашлăх тапса тăрать.       Чăвашлăх вăл – эпир хамăр чăваш çынни пулнипе уççăн, мухтанса,  хавхаланса пěлтерни. Чăвашлăхра хамăра хамăр хисеплени, наци мăнаçлăхне туйса тăни, чăваш çěрне тата тăван халăхăмăра юратни, унăн ырă йăли-йěркине аталантарни, чăваш чăваша чыс туни, кашни чăваш йăх-несěлне, ашшě–амăшне сума суни, ачи–пăчине чăваш туса ÿстерни, халăхăн ырă пуласлăхěшěн ěмěтленсе шухăшлани.

10-мěш класра вěренекенсем Валерий Туркай сăввисене янраттарчěç. Кашни сăвви – чуна пырса тивмелле илемлě, тарăн шухăшлă. Сăвă вулакансем çав шухăша куракансем патне çитерме пултарчěç. Кěçěн классенче вěренекенсем Валерий Туркай сăввисем тăрăх йěркеленě литмонтажпа тухрěç. Çепěç чěлхеллě шăпăрлансем сăвă калани пурин кăмăлне те кайрě.