Юхма Мишши – Чăваш, Тутар, Удмурт, Мари Эл Республикисен культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче паллă çыравçă, чăвашăн иртнĕ кун-çулĕ çинчен чылай хайлав çырнă çыравçăмăр 80 çулхи юбилейне паллă турĕ.
Юхма Мишши пурĕ 200 ытла кĕнеке кăларнă. Унăн хайлавĕсене 100 ытла чĕлхене куçарнă. Тĕрлĕ çĕр-шывсен вĕрентÿ кĕнекисене кĕртнĕ. Юхма çырнă произведенисем шухăш–туйăма палăртакан сăнарлăхпа, чун–чĕрене тыткăнлакан сăнлăхпа уйрăлса тăраççĕ. Халăх сăмахлăхĕпе туллин усă курни те хайлавсене чĕрĕлĕх парать.
1993 çулта Чăваш Республикин Аслă Совечĕн Президиумĕ ăна “Чăваш халăх писателĕ” хисеплĕ ята парса чысланă.
ЕрмолаеваТ.Ю. Юхма Мишши тĕрлĕ енлĕ çыравçă пулни çинчен «Юхма Мишши – Чăваш халăх писателě» презентаципе усă курса каласа пачĕ. Пушкина Г.П. унăн кĕнекисемпе паллаштарчĕ.