И.Максимов-Кошкинскипе Тани Юн - чăваш киновĕн ашшĕпе амăшĕ. Вĕсем питĕ йывăр вăхăтра – Чăваш Республики тин йĕркеленнĕ, экономика аталанман, киносăр пуçнех республикăра татса паман çивĕч ыйту нумай пулнă – "Чăвашкино” туса хунă. Совет Союзĕнче унпа танлашма пултараканни сахал пулнă.
«Чӑвашкино» киностудине йĕркеленĕренпе кăçал 90 çул çитет.
Пĕрремĕш илемлĕ фильма – «Атăлçи пăлхавçисем» – 1926 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче кăтартнă.
Иккĕмĕшĕ – «Сарпике» – экран çине 1927 çулхи пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче тухнă.
Унтан – «Хура юпа» /1927/, «Ял» /1928/, «Апайка» /1930/, «Киремет кати» /1931/, «Асту» /1932/. Кĕске вăхăтра документлă фильм, истори, этнографи киножурналĕ сахал мар ÿкернĕ.
ЕрмолаеваТ.Ю. И.С.Максимов-Кошкинский чăваш киновне мĕнле пуçарса яни çинчен, çав вăхăтри кино историйĕ çинчен «Иоаким Максимов-Кошкинский – «Чӑвашкино» йĕркелекен» презентацире тĕплĕн каласа пачĕ.