ЕрмолаеваТ.Ю. 5 класра уçă урок пачĕ. Л.Мартьяновăн «Ятсăр троллейбус» калавне тишкерчĕ.
Ачасем текстпа ĕçлесе ыйтусем çине хурав шырарĕç, «ырă çын» тата «усал çын» кластер турĕç. Икĕ енлĕ дневник турĕç. «Троллейбус сăнарĕпе пире автор мĕн каласшăн пулчĕ-ши?» – «Троллейбус йывăрлăх умĕнче пуçа усмарĕ. Малалла та хăй çынсене кирлине туйрĕ. Йывăрлăхра шанчăка çухатмалла мар».
«Кулленхи пурнăçра сиксе тухакан йывăрлăхсемпе, çитменлĕхсемпе, чир-чĕрпе, хуйхă-инкекпе, чăрмавсемпе ăс-тăнпа, тĕплĕн шухăшласа „çиччĕ виçсе”, ăшри туйăмсене шута илсе кĕрешмелле», – çакăн пек пĕтĕмлетÿ туса ачасем ырă çыннăн паха енĕсене ăша хыврĕç.