Шкул ачисен чăваш чĕлхипе литературине, культурине вĕренес кăмăлне çĕклес, интернет технологийĕсемпе вĕренÿре усă курас хăнăхăва малалла аталантарас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви тата вĕренÿ институчĕ 2016 çулхи раштав уйăхĕн 9-мĕшĕнче Пĕтĕм чăваш ачисен интернет олимпиадине ирттерчĕç. Ку олимпиадăна Аслă Чурачăк шкул ачисем те хутшăнма кăмăл турěç. 9-мěш класра вěренекен Саша Пушкин тата Инна Ермолаева Онлайн режимра ыйтусем çине хуравларěç. Иккěшě те маттур пулнипе палăрчěç. Саша 87,5 балл пухса ÇĔНТЕРЎÇĔ ята тивěçрě. Инна 80 балл пухса призерсен шутне кěме пултарчě. Саламлатпăр, малашне те ăнăçусем сунатпăр!
Ермолаева Т.Ю.