Пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче Комсомольскинчи 1№ шкулта йăлана кĕнĕ тăрăх XII наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Тĕрлĕ предметпа тĕрлĕ секцире тупăшрĕç пултаруллă ачасем. Тĕпчев ĕçĕсем пĕринчен тепри кăсăклăрах. Мĕнле кăна ыйту тĕпчемен-ши ачасем! Жюри членĕсен ĕçĕ çăмăлах пулмарĕ. Чăваш чĕлхипе литература секцийĕнче Ермолаева Инна «Литературăри çумăр сăнарĕ» (ертÿçи – Ермолаева Т.Ю.) темăпа хутшăнчĕ. Призерсен йышне кĕме пултарчĕ. Саламлатпăр, малашне те ăнăçусем сунатпăр!