Пуш уйăхĕн 8-мĕшĕ –Пĕтĕм тĕнчери хĕр арăмсен кунĕ. çак уява халалласа пирĕн çĕр-шывра тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Пирĕн шкулта та çак уяв ячĕпе концерт иртрĕ. Концерта Кузьмина Алинăпа Макарова Ирина ертсе пычĕç. Вĕсем ăшă салам сăмахĕсем каласа залри халăха савăнтарчĕç. Чи малтан сцена çине «Шăнкăрав курăкĕ» ушкăна çӳрекен ачасем ,Лукиянов Сергейпе Тихонов Ваня, тухрĕç. Ачасем уява пуçтарăннисене илемлĕ юрăпа савăнтарчĕç . Пуçламăш классенчи вĕренекенсем «Мамин день», «Аннене» юрăсем парнелерĕç. Пĕр тăван Настьăпа Таня Черновăсем юрлани куççульлентерчě. Ытти классенчи ачасем те аннесене, асаннесене халалланă юрăсем шăрантарчĕç, пуçтарăннисен кăмăлне çĕклерĕç . 9-мĕш класра вĕренекесем «Спасибо вам учителя» юрăпа вĕрентекенсене тав сăмахĕ каларĕç . 11-мĕш класра ăс пухакан каччăсем вара куракансене «Пĕчĕк акăшсен ташшине» парнелерĕç . Ку номер пурин кăмăлне те кайрĕ. Çак уяв куракансен асĕнче нумайлăха юлĕ.
Софья Пушкина. 5 кл.