Акан 24-мĕшĕнче Пĕтĕм чăваш диктанчĕ иртрĕ. Ăна Чăваш Енри Ашшĕпе Амăшĕн çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă. Акцин тĕп тĕллевĕ — чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси. Кăçал текста Геннадий Волков паллӑ этнопедагогăн «Ăслă ача» хайлавĕнчен илнĕ.
Эпир те, Аслă Чурачăкри вăтам шкулта чăваш чӗлхипе литературине вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017» акцие хутшăнтăмăр. Хамăр чăваш чĕлхине мĕнле пĕлнине тĕрĕслес терĕмĕр. Диктант тексчĕ пире питĕ килĕшрĕ.
Ермолаева Т.Ю.