Чăваш чěлхи кунě
«Атте-анне – çемье ăшши». Çак ятпа иртрě кăçал Аслă Чурачăкри вăтам шкулта чăваш чěлхи кунě.
Чăваш енре 2017 çул – Ашшěпе Амăш çулталăкě. Çакна халалласа янрарěç юрăсем Макарова Т.В. музыкант ертсе пынипе. 1-4, 5-6 класс ачисем юрлас пултарулăхěпе савăнтарчěç. В.Шемекеев, А.Ĕçхěл атте-анне çинчен çырнă сăвăсем куракансен чунне пырса тиврěç.
«Аçупа аннÿне хисепле! Вěсемшěн эсě яланах ача – пěчěк чухне те, ÿссе çитěнсен те, вăтам çулсене çитсен те. Санăн кашни утăму, кашни ěçÿ – аçупа аннÿ куçě умěнче. Тěрěс те лайăх утăмусем вěсене савăнăç кÿрěç, тěрěс мар утăм туни вара – хурлăх. Çавăнпа та аçу-аннÿне савăнтарма кăна тăрăш, вěсене нихăçан та ан кулянтар. Яланах ас ту: пурнăç малалла шăвать, эсě çитěнетěн, аçу-аннÿ ватăлать. Вěсене пурнăçра пулăш. Пěчěк чухне, ача чухне панă кил ăшшине аçупа аннÿне тавăрса пар. Эпир вěсем умěнче пысăк парăмра», – чăвашсен паллă этнографě Г.Н.Волков каланă сăмахсем ачасен асěнче юлěç тесе шанатпăр.
«Атте — кил-çурт тĕрекĕ, анне — тĕпел илемĕ. Çак икĕ чун çумĕнче, хунтă евĕр хӳттинче кашни çынах тĕнчере пулать тулли телейлĕ. Урăх сăмах кирлĕ мар, палăртсах çапла калар — атте-анне пурнăçра парнеленĕ ырлăха иртсе пыран кун-çулра вуншар хутчен вăйлатса сумлăн тавăрса парар! Вĕсем ăна тивĕçлĕ — çăкăр-тăвар хисепĕ яланах вĕт ик енлĕ.», – Валерий Питравăн йěркисемпе пěтěмлетрěç уява ертсе пыракансем – Кузьмина А. тата Лукиянова Е..
Ермолаева Т.Ю.