Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче шкул ачисемпе студентсен Чăваш Республикинче Аннепе Аттене халалланă 2017 çул ячĕпе чăваш чĕлхипе тата литературипе пĕтĕм тĕнче олимпиади иртрĕ. Олимпиада икĕ енлĕ пулчĕ: «Чăваш чĕлхин илемĕ» тата «Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе».
Олимпиадăн пĕр енĕ – «Чăваш чĕлхин илемĕ». Ку олимпиадăна чăвашла пĕлекен пĕтĕм тĕнче ачаисем, студентсем интернетпа хутшăнчĕç.
Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн залĕнче 2016 тата 2017-мĕш çулсенче чăваш чĕлхипе тата литературипе ирттернĕ регион олимпиадисен 51 çĕнтерÿçипе призерĕ пухăнчĕ. Ку хастарсем «Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе» олимпиадăна хутшăнчĕç. Вĕсен хушшинче Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче 11 класра вĕренекен А.Кузьминапа И.Макарова та пулчĕç, хăйсен пĕлĕвĕсене кăтартрĕç. Маттур, малашне те ăнăçусем сунатпăр!
Ермолаева Т.Ю.