И. Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине чăваш халăхĕ çеç мар, пĕтĕм Раççей халăхĕ паллă тăвать, ытти нумай çĕр-шывра Яковлевăн пархатарлă ĕçĕсем çинчен пĕлеççĕ. И. Я. Яковлев Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăва уесĕнче, Пăрăнтăк вулăсĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче удел хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Çуралсан виççĕмĕш куннех хăр тăлăха юлнăскере ăна усрава илнĕ.
Кăнна Кушкинче вăл саккăра çитиччен пурăнннă, ун хыççăн ăна Пăрăнтăк шкулне вĕренме янă. Чĕмпĕрти çĕр виçекенсен шкулне вĕренсе пĕтерсен пулас педагог-просветитель тăватă çул çĕр виçевçинче ĕçлет.
1867-1870-мĕш çулсенче И. Я. Яковлев Чĕмпĕр гимназийĕнче вĕренет, ăна ылтăн медальпе пĕтерет. Шкул уçас тĕллевпе И. Я. Яковлев пĕтĕм вăйне хурса ĕçлет. Нумай çынна ÿкĕтлесе çÿремелле пулать. 1868 çулта вăл Чĕмпĕрте, хăйĕн хваттерĕнче пĕрремĕш чăваш шкулĕ уçать. Çак шкулта пĕрремĕш вĕренекен хăйсен ялĕнчи Алексей Васильевич Рекеев пулнă. И. Я. Яковлев гимназирен вĕренсе тухсанах 1870 çулта Хусан университетне вĕренме кĕрет. Кунта вăл вĕреннипе çеç çырлахмасть. Николай Иванович Золотницкий 1866 çулта йĕркеленĕ алфавита улшăнусем кĕртсе 1871 çулта 47 сас паллиллĕ алфавит йĕркелет. Чăваш халăх çырулăхне пуçарса яраканĕ халăх историне ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлать.
И. Я. Яковлев пултарулăхĕ литература ĕçĕнче те пысăк вырăн йышăнать. Вăл урăх чĕлхесемпе çырнă кĕнекесене тăван чĕлхене куçарать, халăха тăван чĕлхепе вĕрентес ĕçе пуçарса ярать.
Тăван халăхăн сăмахлăхне çунат панă çын ятне никам та манас çук.
И. Я. Яковлев ачасем валли кăна мар, пĕтĕм чăваш халăхĕшĕн калама çук пысăк ĕçсем тунă. Çавăн пекех унăн «Чăваш халăхне» халалĕ те çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Ака уйăхěн 25-мěшěнче Аслă Чурачăкри вăтам шкулта И. Я. Яковлев пултарулăхěпе паллаштаракан «Ака уйăхěн 25-мěшě – Чăваш чěлхи кунě» презентаци иртрě. Ачасемшěн И. Я. Яковлев пурнăçěнчен илнě самантсем питě кăсăклă пулчěç.
Ермолаева Т.Ю.