«Туркай вулавěсем»
20.04.2018
Ака уйӑхěн 17-мěшěнче Комсомольскинчи 2-мěш номерлě вӑтам шкулта «Туркай вулавěсем» ятлӑ поэзи фестивалě иртрě. Фестивале паллă та сумлă ентешěмěр В. Туркай хăй килсе çитрě. Аслă Чурачăк вӑтам шкулӗнче вӗренекен ачасем те çак конкурса хастар хутшӑнчěç. 6-мěш класра вěренекен Софья Пушкина В. Туркай çырнӑ «Ниме» сӑввине вуласа 5-6 класс ачисем хушшинче иккěмěш вырăна çěнсе илме пултарчě. 9-мӗш класра вěренекен Виктория Чернова «Айăп» калав сыпăкне чěрене тивмелле вуласа 9-11 классем хушшинче виççěмěш вырăна тивěçрě. В. Туркай конкурса хутшӑннисене тав сӑмахě каларě, малашне те хастар пулма сунчě, çěнтерÿçěсене те, активлӑ хутшӑнакансене те дипломсем парса чысларě, асăнмалăх хаклă парнесем пачě. Ачасем фестивальтен çěкленÿллě кăмăлпа таврăнчěç. Малашне те ăнăçусем сунатпăр.
Ермолаева Т.Ю.