«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ»

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ»

Акан 24-мĕшĕнче Пĕтĕм чăваш диктанчĕ иртрĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ — чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси. Аслă Чурачăкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти чăваш чĕлхин пуянлăхне упракансем, вĕрентÿçĕсемпе вĕренекенсем те алла ручка  тытса парта хушшине ларчĕç. Чăвашлăх  туйăмĕ  тапса  тăракан  хастарсем «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие хутшăнчĕç. Атте–анне панă чĕлхе вăрттăнлăхĕ  хăш шайра пулнине тĕрĕслерĕç.

13 сехетре класа вырнаçса ларса диктант йĕркисене шăрçаларĕç. Чăваш диктантне ытларах 7-10-мĕш класс ачисем çырчĕç. Александр Артемьев çырнă «Тăван чěлхе» текст пурне те килĕшрĕ.

Тăван чĕлхене юратакансен тата  пĕлме тăрăшакансен йышĕ нумайланни  савăнтарать.

Ермолаева Т.Ю.