Ака уйăхěн 25-мěшě – Чăваш чěлхи кунě. Халăх культурине аталантарма, пĕлÿлĕхне ÿстерме тăван чĕлхесĕр май çук. Иван Яковлевич Яковлев пĕтĕм пурнăçне чăваш халăхне вĕрентес ĕçе панă. Вăл чăваш вĕренсе ăслă пултăр, тăван халăхне çÿле çĕклетĕр, ытти халăхсемпе тан уттăр тесе вăй хунă. Пурнăç тăршшĕпех тăван халăхне тĕттĕмлĕхрен, чухăнлăхран хăтарас, культурине аталантарас тесе тăрăшнă. Иван Яковлев çырнă калавсем ĕçе юратма, чăнлăха мала хума, çынпа ырă пулма, пĕр-пĕрне хисеплеме вĕрентеççĕ.
Кăçал чăваш çутлăхне çул уçнă Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитрě. Чăваш халăхĕ Иван Яковлевич ĕçĕсене пысăка хурса хаклать. Çулсерен вăл çуралнă кун эпир Чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр.
И.Я.Яковлев чăваш халăхне алфавит парнеленĕ, букварь, нумай кĕнеке пичетлесе кăларнă. Хăй йěркеленě букварьсем валли И.Я.Яковлев ăса вěрентекен пěчěк калавсем çырнă. Унăн калавěсем тăрăх йěркеленě сценкăсене кěçěн классенче тата 7-мěш класра вěренекен ачасем выляса кăтартни пурин кăмăлне те кайрě. Илемлě чăваш чěлхипе сăвă-юрă тěнчине те çитсе килчěç куракансем.
«Иван Яковлева манмастпăр,
Усратпăр халăх асĕнче.
Ặна сума суса юрлатпăр
Тăван Чăваш çĕршывĕнче», – çапла пĕр шухăшлă пулса уявларĕ Аслă Чурачăк вăтам шкулĕ чăваш чĕлхи кунне.
.