«Л.В.Таллеровăн илемлĕх тĕнчи» наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ

«Л.В.Таллеровăн илемлĕх тĕнчи» наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ

Чăваш халăх писателĕ, прозаик, очерк ăсти, публицист, куçаруçă, журналист, Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Çемен Элкер ячĕпе хисепленекен преми лауреачĕ, пирĕн районта çуралса ӳснĕ Лаврентий Васильевич Таллеров çуралнăранпа кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче 90 çул çитрĕ.

Çак паллă куна уявласа Нĕркеç вăтам шкулĕнче «Л.В.Таллеровăн илемлĕх тĕнчи» наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ.  Л.В.Таллерова аса илме, унӑн ěçěсене хаклама конференцие районти шкулсенчи чӑваш чěлхипе литература вěрентекенсем, вěренекенсем пухӑнчěç. Уява районти чăваш чěлхипе литература вěрентекенсен пěрлешěвěн ертÿçи С.Г.Индюкова уçрĕ.  Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н.Осипов, профессиллě писательсен союзěн председателě  Г.А.Максимов, «Каçал ен» хаçатăн тĕп редакторĕ А.В.Ефремова сăмах илчĕç. Шкул директорĕ Н.А.Петрова конференцие ăнăçлă ирттерме сунчĕ.   Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Н.К.Ефремова  ертсе пынипе Нĕркеç шкулĕн вĕренекенĕсем Л.В.Таллеровăн пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе тĕплĕн паллаштарчĕç.  

Ун хыççăн конкурса хутшăнакансем Лаврентий Васильевич Таллеров произведенийĕсенчен суйласа илнĕ сыпӑксене пăхмасăр каласа тупăшрĕç. Писатель пурнӑҫěпе пултарулӑхне мěнле пěлнине çырса хуравларěç. Л.В.Таллеров произведенийĕсем тăрăх тӳнă ӳкерчĕксен конкурсĕ те пулчĕ. Аслă Чурачăкри вăтам шкулта 7 класра вĕренекен Софья Пушкина «Пысăк тĕнчери пĕр пĕчĕк чун» калав сыпăкне каларĕ. Конференци çÿллě шайра иртрě. Ачасем тулли кăмăлпа таврăнчěç.

Ермолаева Т.Ю.