«Качака» юрăпа саламларĕç
Анне! Чи ырă та, чи ăшă сăмах.Анне пире мен пĕчĕкрен пăхса ÿстерет. Йывăр вăхăтра яланах пулăшма васкать.
Кăсал Аннесен кунне чÿк уйăхĕн 24-мĕшĕнче паллă турĕç.Ялти культура çуртĕнче çак ятпа пысăк концерт пулчĕ.
1-мĕш класра вĕренекен ачасем те çак уява тăрăшса хатĕрленчĕç. Вĕсем хăйсен амăшĕсене «Качака» юрăпа саламларĕç.Уйрăмах Клементьев Николай выляни пурне те килĕшрĕ.