Конкурсра палăрчĕ
Анне- кашни çыншăн çав тери çывăх, ĕмĕр манми сăмах. Анне- хаклăран та хаклă, çутăран та çутă, юратнăран та юратнă çынна пĕлтерекен сăмах.
Аннесен кунĕ ячĕпе районта тĕрлĕ конкурссем пулса иртрĕç.1-мĕш класс ачисем, Волкова Дарья, Михайлов Дмитрий, Тарасова Полина хăйсен амăшĕсем çинчен сăвасем çырчĕç.Хăйсем пĕчĕк пулин те савăра хаклă çынна юратни çинчен шăрçаларĕç, района сăвăсен конкурсне ĕсĕсене ярса пачĕс.
Крылов Роман вара «Манăн анне» ÿкерчĕк- конкурсне хутшăнчĕ. Вăл çĕр çинчи чи хаклă çыннăн портретне ÿкерчĕ. Хăйĕн ĕçне тăрăшса, юратса ăсталарĕ.
Жюри членĕсем унан ĕçне пысăка хурса хакларĕç. Конкурсра вăл 2- мĕш вырăна çĕнсе илчĕ.