Чăваш чĕлхипе литература эрнин пĕтĕмлетĕвĕ

Чăваш чĕлхипе литература эрнин пĕтĕмлетĕвĕ

Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ. Çак куна 1999 çулхи чÿк уйăхĕнче ЮНЕСКОн Генеральнăй конференцийĕн 30-мĕш сессийĕнче палăртма йышăннă. Чĕлхесен тата культурăсен пуянлăхне упраса хăварас тата аталантарас тĕллевпе 2000-мĕш çултан уявлаççĕ.

Пирĕн мăн асаттемĕрсем пин çул каяллах чăвашла калаçнă, тăван чĕлхене ламран лама, йăхран йăха халалласа пынă, куç пек упраса пурăннă. Эпир те мăн асаттемĕрсен ятне ярар мар – тăван чĕлхене манар мар.

Аслă Чурачăк вăтам шкул ачисем çак кун ӗмӗрсем хушши аталанса пынӑ чӑваш чӗлхи пуянлӑхӗпе ҫывӑхрах паллашас шухӑш-ӗмӗтпе ҫутӑ зала пухӑнчĕçЧӑваш чӗлхине халалланӑ эрнене уçрĕç. Пуян та илемлӗ, янравлӑ та ҫепӗҫ, ырӑ та асамлӑ чĕлхене сума суса сăвăсем каларĕç.

«Эй, чӗлхем! Анне панӑ чӗлхем!

Янӑра эсӗ ҫут тӗнчере!

Ыттине ҫӗр чӗлхе хуть пӗлем,

Эсӗ манӑн пӗрре ҫеҫ, пӗрре!» янăрарĕ залра.

Чăваш Республикин пуçлăхĕн Олег Алексеевич Николаевăн 2021 çулхи авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнчи 140 №-лĕ хушăвĕпе килĕшÿллĕн 2022 çула мухтавлă ентешсен çулталăкне халалланă. Нарăс уйăхĕн 24-мĕшĕнче «Шупашкар урамĕсем паллă çынсен ячĕсемпе» ятпа 5-9 классем валли презентаци иртрĕ. Ачасем Шупашкар урамĕсем тăрăх «экскурсире» пулчĕç.

Нарăсăн 25-мĕшĕнчи уява Каçал тăрăхĕнчен тухнă çыравçăсен пултарулăхне халалларăмăр. Кун-çулне йĕрлесе пынă май ачасем писательсен кĕнекисемпе, хайлавĕсемпе паллаштарчĕç. В.Туркай, Д.Гордеев, Г.Чаржов, В.Шемекеев сăввисене янраттарчĕç. 

5-6 классем «Асамлă тĕнче» вăйăра вăй виçрĕç. Чăваш чĕлхине кам лайăхрах пĕлет, ваттисен сăмахĕсем, тупмалли юмахсем, ребус тупсăмĕсене тупассипе ăмăртрĕç ачасем. Пиллĕкмĕшсем маттурри курăнчĕ.