Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чӑваш чӗлхи кунĕ ячĕпе «Ирĕклĕ çĕр-шывра ĕмĕр ирĕклĕ янăра эсĕ, чăваш чĕлхи» уяв концерчĕ пулчĕ. Уява чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Филиппова Наталия Витальевна уҫрӗ. Вӑл пурне те уяв ячӗпе саламларӗ. Хӑйӗн сӑмахне вӗҫленӗ май пурне те чӗнсе каларӗ: «Юнпа ҫеҫ мар, чунпа та чӑваш пулар, аттепе анне чӗлхине хисеплер! Ҫак ҫепӗҫ те илемлӗ чӗлхе кашни кун янратӑр!».
Малалла сцена ҫине чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ вĕренекенсем тухрӗҫ. Мӗн чухлӗ юрӑ шӑранмарӗ-ши?! Чӑннипех те илемлӗ чӑваш юрри-кӗвви! Ҫакна тепӗр хут ҫирӗплетсе пачӗҫ Анат Тимĕрчкассинчи тĕп шкулта вӗренекенсем. Ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин ташӑ, ҫӗр пин кӗвӗ ҫӗр-шывӗнче пулса курчӗҫ вӗрентекенсемпе вӗренекенсем , ашшӗ-амӑшӗ ҫак кун.