Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2022

Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2022

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче чӑваш ятне тӗнче уҫлӑхне ҫити ҫӗкленӗ Андриян Николаева халалласа  «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2022» акци ирттерчĕç. Пĕтĕм чăваш диктантне çырассин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшĕпе сумне тата малашлăхĕпе кирлĕлĕхне тепĕр хут аса илтересси, тăван чĕлхемĕре малалла упраса аталантарасси. Кашни çын чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси, чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме майсем туса парасси вара тĕп задачăсенчен пĕри шутланаççĕ. 

Анат Тимӗрчкассинчи  шкулти вĕрентекенсемпе вĕренекенсем те çак пĕлтерĕшлĕ акцирен айккине тăрса юлмарĕç. Пурӗ 12 ҫын хайӗн пӗлӗвне тӗрӗслерӗ. Вӗсенчен пиллӗкӗшӗ «5» паллӑ илме пултарчӗКашни çын çак акцие хутшăнни вăл чăваш чĕлхи пуласлăхĕшĕн сасăланипе танлашать тесе шутлаççĕ ку пархатарлă ĕçе пуçлакансем.