Чӑваш чӗлхи кунӗ ҫывхарса пынӑ май Аслӑ Чурачӑк
вӑтам шкулӗнче "Таса ҫӑл куҫран ҫул пуҫланать" ятпа Т.В. Макаровӑпа
Т.Ю. Ермолаева уяв ирттерчӗҫ. Ҫак уява Раҫҫейри Ҫемье тата Чӑваш Республикинчи
Экологи тата ҫут ҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассин ҫулталӑкне халалларӑмӑр.
"Йывӑҫ патвар ӳсесси тымартан килет. Ҫын та ҫаплах. Пурте ҫемье тӗрекӗнчен
килет", — Н.Симунов писатель сӑмахӗсем тарӑн шухӑшлӑ. Макарова Т.В. ертсе пынипе ачасем кайӑк-кӗшӗке, чӗр чунсене аса илчӗҫ.
Ҫут ҫанталӑка упрас тесен мӗн тумаллине, мӗн тума юраманнине ӑса хыврӗҫ. Ачасем
сӑвӑ каларӗҫ, юрӑ юрларӗҫ. Уяв хаваслӑ иртрӗ.